Шупашкар районӗнчи халӑха социаллӑ хӳтлӗх парас тӗлӗшпе ӗҫлекен пайӗ ку уйӑхра 11 ҫынна ача ҫуратсан пӗр хут паракан пособи укҫине 127, 87 пин тенкӗлӗх тӳленӗ. 2010 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кашни ача валли паракан пособи укҫи 10988 тенкӗ те 85 пуспа танлашать.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа районта пурӗ 22 ача ҫуралнӑ, вӗсемшӗн 238,76 пин тенкӗ тӳленӗ.
Иртнӗ канмалли кунсенче Лида Евсеева, Кӳкеҫри «Пӳрнеске» ача сачӗн «Пукане» юрӑпа ташӑ ансамблӗн ҫамрӑк таланчӗ ҫак конкурса хутшӑнса, мала тухнӑ. Республикӑри инҫекурав чӑвашла юрлакан ачасен эстрада конкурсне 4-мӗш хут ирттерет ӗнтӗ. Ачасем те, ашшӗ-амӑшӗсем те, педагогсем те питӗ тӑрӑшса хатӗрленеҫҫӗ ӑна яланах. Ҫак ҫитӗнӳ вӑл — пурте пӗрле вӑй хурса туптанӑ ҫитӗнӳ. Конкурс вӗҫленмен-ха. Малта — гала-концерт.
«Мехел» ӑмӑртӑва йӗркелекенсем: «Чувашия» патшалӑхинҫерадиокомпани, Чӑваш республикин композиторсен пӗрлешӗвӗ тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗ.
Ӑмӑртурӑва 6-17 ҫулхи ачасем хутшӑнаҫҫӗ (виҫӗ ушкӑн: 6-9, 10-13 тата 14-17 ҫулхисем). Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче конкурса хутшӑнма юрӑхлисене суйланӑ, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вара — вӗсен хушшинче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче гала-концерт иртӗ.
Паян, пушӑн 13-мӗшӗнче, «Янташсем» Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсар шкулне ҫитрӗҫ — кунта вӗренекен шкул ачисене хӑйсен юррисене юрласа савӑнӑҫ кӳчӗҫ. Концертра нумай ҫӗнӗ юрӑ пулчӗ — вӗсен концерчӗсене тӑтӑшах ҫӳрекенсем уйӑрса та илчӗҫ пулӗ.
«Янташ» ушкӑн килнине пӗлсе шкулта ашшӗ-амӑшӗсемпе тӗлпулу йӗркеленӗ — ҫавна май итлекенсен йышӗ самай пысӑкччӗ.
Концерт итлекенсен кӑмӑлне тивӗҫтерни кашни юрӑна тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илнинчех тата юрӑ вӗҫленсен ҫавӑн пекех алӑ ҫупса пахаланинчен сисӗнчӗ. «Янташсем» те ӑна сиссе юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарчӗҫ — пӗри тепринчен илемлӗрех те ӑшӑрах. Ҫавна май ирхи ҫанталӑк та ӑшӑнчӗ пулас — сивӗ ҫил таҫта кайса кӗчӗ, ҫурт тӑррисенчи юр ирӗлсе пат та пат тумлама пуҫларӗ. Уйрӑмах «Ҫуркунне» юрӑ хыҫҫӑн епле ан ӑшӑттӑр тата?
Концерта вӗҫленӗ май «Янташ» ушкӑн ачасене чӑваш чӗлхине упрама, ӑна чун-чӗререн вӗренме каларӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗсене те аякка тӑма сӗнмерӗҫ — тӑван чӗлхене вӗрентесси, ӑна мӗн ачаран юратма хӑнӑхтарасси вӗсенчен ытларах килет терӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫанталӑк хӑйӗн ӑшшине ытлашшиех палӑртмарӗ — юрӗ те ҫӑватчӗ, сивӗ ҫилӗ те пите чӗпӗте-чӗпӗте илетчӗ. Шупашкарти «Mega Galaxy» культурӑпа кану центрӗнче вара питӗ ӑшӑччӗ — кунта 15 сехетре «Чӑваш пики-2010» ӑмӑрту пуҫланчӗ.
«Чӑваш пики-2010» ята илес тесе 12 хӗр тупӑшрӗҫ — хӑйсен пултарулӑхӗпе, сӑпайлӑхӗпе, илемлӗхӗпе тата маттурлӑхӗпе мала тухма тӑрӑшрӗҫ. Пикесем ҫак районсемпе хуласенчен пулчӗҫ — Ананьева Ольга (Етӗрне), Иванова Наталия (Канаш районӗ), Кириллова Аня (Комсомольски районӗ), Томасова Татьяна (Краскоармейски районӗ), Андреева Татьяна (Муркаш районӗ), Кудрявцева Алина (Патӑрьел районӗ), Александрова Наталия (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Краснова Марина (Ҫӗмерле районӗ), Королева Алиса (Тӑвай районӗ), Арсентьева Ольга (Шупашкар), Иванщикова Екатерина (Шупашкар районӗ), Михайлова Надежда (Элӗк районӗ).
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче (вӑл кун эрнекуна лекет) Шупашкарти «Mega Galaxy» ятлӑ культурӑпа кану центрӗнче «Чӑваш пики-2010» ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Кӑҫал вӑл 4-мӗш хут пулӗ.
Ӑмӑртӑва пурӗ 17-25 ҫулхи 13 хӗр хутшӑнӗ. Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар, Элӗк районӗн пикисем пулӗҫ. Шупашкар хулинчен те пӗр хӗр хутшӑнӗ.
Ӑмӑртуҫӑсен чи хитре, чи маттур, чи сӑпайлӑ, чи ӗҫчен пике вырӑнне йышӑнма хӑйсене тӗрлӗ енчен кӑтартма тивӗ — чӑваш халӑх йӑли-йӗркисемпе ун кун-ҫулне те пӗлмелле, чӑваш тумне тӑхӑнса хӑйсен илемне те кӑтартмалла, пултарулӑхпа та палӑрмалла. Ӑмӑрту вӗҫӗнче вӗсен тата жюрие чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗпе хӑналамалла. Паллах, хӑйсем хатӗрленӗскерпе, лавккара туяннипе мар.
Мала тухнӑ хӗр пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи «Чӑваш пике» ӑмӑртӑва хутшӑнӗ — унта вара ытти регисонсенчи пикесемпе тупӑшса маттурлӑха кӑтартма тивӗ. Ӑмарту Шупашкарта (иртӗ ҫулсенче Мускавра ытларах иртетчӗ) кӑҫалах иртӗ.
Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ Ҫатра-Лапсарти пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкулта Лидия Сарине шкул ачисемпе тӗл пулчӗ. Ачасем валли ҫыракан паллӑ ҫыравҫӑна вӗренекенсем кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗҫ — ыйтусем парса ун пурнӑҫӗпе кӑсӑкланчӗҫ, парнепе чыслама та манмарӗҫ.
Лидия Сарине тӗлпулура хӑйӗн ҫинчен каласа пачӗ, ачасене сӑвӑсемпе паллаштарчӗ.
Тӗлпулу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн хаклӑ хӑна шкулти музейпе паллашрӗ. Экскурсие 7-мӗш класра вӗренекен Леонтьева Оксана ирттерчӗ — шкулӑн историйӗпе, унӑн чаплӑ вӗренекенӗсемпе паллаштарчӗ.
Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йӗркеленипе «10-11 классен чӑваш литератури учебникӗсемпе хрестоматийӗсем» темӑпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ҫавра сӗтел тӗллевӗ — авторсене учебникпа хрестоматисен ҫӗнӗ кӑларӑмӗ валли сӗнӳ парасси. Калаҫӑва кашни районтанах килнӗ вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ. Канашлӑва Чӑваш Республикинчи тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен ассоциацийӗн ертӳҫи Г.Л.Никифоров уҫрӗ. Чи малтанах 10-мӗш класӑн вӗренӳ кӗнекин авторӗ В.Г.Родионов профессор тата 11-мӗш класс вӗренӳ кӗнекин авторӗ Г.И.Федоров профессор сӑмах илчӗҫ, ҫӗнӗ кӗнекесен тытӑмӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерствин тӗп специалисчӗ И.В.Ядранская, Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин пуҫлӑхӗ Ю.М.Виноградов, Чӑваш наци лицейӗн вӗрентекенӗ Г.Л.Никифоров, Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш шкулӗн вӗрентекенӗ Е.
Паян, кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче, «Ҫатра-Лапсарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул» муниципиаллӑ вӗренӳ учрежденийӗнче Анатолий Смолин тата Владимир Мишан (тулли ячӗ — Васильев Владимир Михайлович) сӑвӑҫсемпе тӗлпулу иртрӗ. Шкул ачисем хаклӑ хӑнасене тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ. Сӑвӑҫсем хӑйсен кун-ҫулне уҫса панӑ хушӑра ыйтусем парса вӗсен ӗҫ-хӗлӗпе, хальхи пурнӑҫӗпе кӑсӑкланчӗҫ. Владимир Мишан, пенсие тухиччен шалти ӗҫсен министерствин ӗҫтешӗ пулнӑран, хӑйӗн ӗҫӗнче пулса иртнӗ тӗслӗхсемпе паллаштарчӗ, ачасене йӗркене пӑхӑнма сӗнчӗ. Анатолий Смолин вара ҫар хӗсметне мӗнле лекни пирки каласа пачӗ — унта вӑл, ыттисенчен юлас мар тесе (ӑна ҫара илесшӗн пулман иккен) виҫӗ енпе чемпиона тухнӑ иккен — пӗчӗк дистанцие чупассипе, сӗтел тенисӗпе тата самбо кӗрешӗвӗпе. Сӑвӑҫсем хӑйсен пӗрремӗш сӑввисем пирки те, ҫӗннисем пирки каласа пачӗҫ. Хӑшӗ-пӗрине вуласа та пачӗҫ. Сӑвӑ туйӑмӗ пур пулсан, ӑна пытармалла мар терӗҫ, вӑтанмасӑр аталантармалла терӗҫ.
Шкул ӗҫченӗсем сӑвӑҫсене ыркӑмӑллӑн та тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ — шкул историйӗпе, унӑн кун-ҫулӗпе паллаштарчӗҫ. Шкул музейӗ хӑнасене самай тӗлӗнтерчӗ — вӗсем унти экспонатсене ырларӗҫ кӑна мар, ӑна ҫӗнетес, хальхи сӑна кӗртес тӗлӗшпе пулӑшма шантарчӗҫ, сӗнӳсем пачӗҫ.
2009 ҫулхи декабрӗн 12-мӗшӗнчен Шупашкар рйонӗ тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсен ҫар ӗҫ комиссариачӗ Чӑваш Республикин Ҫар ӗҫ комиссариачӗн Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи пайӗ пулса тӑчӗ. Ҫӗнӗ ҫултан ҫак пайри ҫар комиссарӗн должноҫне те пӗтернӗ. Э. Г. Комиссаров халь Чӑваш Республикин Ҫар ӗҫ комиссариачӗн Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи пай пуҫлӑхӗ шутланать.
Юпан 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ Ҫатра-Лапсар тӗп пӗлӳ паракан шкулта Светлана Асаматпа тӗлпулу иртрӗ.
Паллӑ юрӑҫ, композитор тата сӑвӑҫ шкул ачисене хӑйӗн ҫинчен каласа пачӗ, сӑввисемпе паллаштарчӗ. Унсӑр пуҫне ку шкулта вӗренсе тухнӑ Николай Плотниковпа пӗрле, слайдсем усӑ курса, кӑҫал Чӑваш Ен, Самар Ен, Пушкӑртстан тата Тутарстан тӑрӑх иртнӗ чунҫӳрев пирки тӗплӗн каласа пачӗ. Ачасем тимлесе итлесе ларчӗҫ.
Тӗлпулу хыҫҫӑн викторина иртрӗ — шкул ачисем чӑваш историпе тата тӑван тавралӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине хуравларӗҫ. Чи пултаруллисем парнеллӗ пулчӗҫ.
Светлана Асамат шкулти историпе таврапӗлӳ музейӗпе паллашрӗ — вӑл экспонатсемпе пуян пулнине, ӑна тӑрӑшса йӗркелени куҫа курӑнни пирки пӗлтерчӗ. Шкул ачисене тӑрӑшса вӗренме, аслисене итлеме хушса хӑварчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |